Чăваш чĕлхи эрни уçăлчĕ

Паян, ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче, «Тăван çĕр-шывăм – Чăваш ен» презентацие  пăхнипе чăваш чĕлхи эрни уçăлчĕ. Вăл ака уйăхĕн 29-мĕшĕччен пырать.  Çак вăхăтра шкул ачисем чăваш халăх культурипе, кун -çулĕпе тĕплĕнрех паллашĕç, тĕрлĕ творчествăлла  ĕçсене хутшăнĕç, хăйсен пултарулăхне кăтартĕç, илемлĕ  чăваш тумĕпе çÿрĕç.