Сочинени конкурсĕ «Пирĕн тăван ен»

Ака уйăхĕн 23- мĕшĕнче 4- мĕш «а» класра, чăваш чĕлхи кунне халалласа «Пирĕн тăван ен» темăпа сочинени конкурсĕ иртрĕ. Ачасем хăйсен ĕçĕсенче  тăван ене юратни çинчен, тăван тавралăха упрмалли çинчен  анлăн çырса пачĕç. Чи лайăх ĕçсене Настя Порфирьева, Даша Гусарова, Ева Семёнова, Таня Ястребова  хайларĕç. Вĕсене грамотăсем парса хавхалантартăмăр.