Чǎваш чĕлхи кунĕ

Чǎваш чĕлхи кунĕнче 5 класра вĕренекенсем Иван Яковлева халалланǎ «Улǎп чĕреллĕ çын» композиципе паллаштарчĕç. Аслǎ вĕрентекенĕмĕр çырнǎ «Кахалпа юлхав», «Тилĕпе тǎрна» тата ытти калавсем тǎрǎх пĕчĕк сценкǎсем кǎтартрĕç. Аслǎ классенче вĕренекенсем «Чǎваш халǎхне панǎ халалпа» паллаштарчĕç.

Вĕренекенсемпе вĕрентекенсем кунĕпех чǎваш тумĕпе çÿрерĕç, чǎваш юррисене шǎрантарчĕç, ача-пǎча вǎййисене вылярĕç.