Мāн кун – Аслā кун

Чăваш чĕлхи эрни пынă май, Тури Ачак шкулĕнчи ачасене чāваш халāх йāли-йĕркипе интереслентерес, Мăн куна епле хатĕрленнипе паллаштарас тĕллевпе 7 класра вĕренекенсем «Мăн кун – аслă кун» уяв каçĕ ирттерчĕç. Çак уявра Мăн куна халалланă сăвăсем, юрăсем янăрарĕç, юлашкинчен пурне те хĕрлĕ çăмартапа сăйларĕç.