«Çак сăвва эп ахаль мар вуларăм…» сăвă конкурсĕ

6-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче «Çак сăвва эп ахаль мар вуларăм…» сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Ачасем чăваш поэчĕсен тăван чĕлхе, чăваш халăхĕ, çут çанталăк çинчен çырнă сăвăсене каларĕç.Чи илемлĕ вулакансен шутне Романов Алексей,Авдеева Оксана, Белова Ольга, Барышникова Екатерина пулчĕç.