«Эпир пулнǎ, пур, пулатпǎр» презентаци

Чǎваш чĕлхи эрнине пĕтĕмлетме хатĕрленсе 10б класра вĕренекенсем «Эпир пулнǎ, пур, пулатпǎр» презентаци хатĕрлерĕç. Çак тĕллевпе  ятарласа уйǎрнǎ ачасем  иртекен мероприятисенче сǎн ÿкерчĕксем ÿкерчĕç, хǎш класра вĕренекенсем активлǎрах хутшǎннине сǎнарĕç.

 Хатĕрленĕ презентацие чǎваш чĕлхи эрнине пĕтĕмлетсе ирттерекен уяв каçĕнче кǎтартĕç.