Чǎваш чĕлхи эрни Тури Ачак шкулĕнче «Тǎван çĕр-шывǎм - Чǎваш ен» презентаципе паллашнипе пуçланчĕ

Чǎваш чĕлхи эрни Тури Ачак шкулĕнче «Тǎван çĕр-шывǎм  - Чǎваш ен» презентаципе паллашнипе пуçланчĕ. Вĕренекенсем Чǎваш енĕн паллǎ вырǎнĕсене çитсе курчĕç, мухтавлǎ ывǎл-хĕрĕн сǎн ÿкерчĕкĕсемпе паллашрĕç.

Чăваш чěлхи эрнинче пулса иртекен ěçсен йěркипе   Г.В.Максимова паллаштарчě.  Пурне те чăваш тумě тăхăнма сěнчě, ку енпе чи пултаруллисене палăртасси пирки пěлтерчě.