5 класра вěренекенсем истори урокěнче тăван ен историйěпе тěплěнрех паллашрěç

Ака уйăхěн 23-мěшěнче 5 класра вěренекенсем истори урокěнче  тăван ен историйěпе тěплěнрех паллашрěç. Чăвашсем мěнле пулса кайни, Атăл çи Пăлхар патшалăхěнче мěнле пурăнни ачасене кăсăклантарса ячě. Пирěн мăн асаттесем  Вăтам Атăл тăрăхне  хăçан вырнаçни, мěн ěçлени, тăхăнни, йăли-йěки пирки презентаци пăхни вěренекенсене кăсăклă пулчě. Нумайăшě презентацие ашшě-амăшне, шăллě-йăмăкне кăтартма çырса та кайрě.