9 класра «Чăваш республикин патшалăх символěсем» ятпа калаçу сехечě иртрě

Ака уйăхěн 24-мěшěнче 9 класра «Чăваш республикин патшалăх символěсем» ятпа калаçу сехечě иртрě. Вěренекенсем чăваш патшалăх символěсене тепěр хут тишкерчěç, презентаципе паллашрěç.

   Презентацие хатěрлекен Палейкина Светланăпа Степанов Константин чăваш гербне шутласа кăларакан Элли Юрьев çинчен каласа кăтартрěç, ялавăн тěсěсемпе çыхăннă викторина ирттерчěç.  Пурте пěрле Чăваш республикин гимне юрларěç.

   Класс ертÿçи Иванова Елена Васильевна паян чăваш тумне тăхăнса килнě. Ачасене вирьялсен тумěпе паллаштарчě. Мероприяти ачасемшěн усăллă иртрě.