Паян – чăваш чěлхи кунě

Чăваш чěлхи кунне  тата аслă вěрентекенěмěр çуралнă куна халалласа 10-мěш класра вěренекенсем И.Я.Яковлев «Чăваш халăхне» панă халал тăрăх пěчěк спектакль лартрěç. Шкул ачисене халал сыпăкěсемпе паллаштарчěç. Чăвашла тěрěс калаçма, тăван чěлхене тăрăшса тěпчеме чěнсе каларěç.  Иванова Елена, Соловьева Лидия, Конов Анатолий тата ыттисем выляни ачасене питě килěшрě.