Ырă çын пулар!

Паян, ака уйăхěн 26-мěшěнче, шкулта   «Ырă çын пулар» ятпа инсценировкăсен кунě иртрě.    5 класра вěренекенсем И.Я.Яковлев калавěсене сцена çине кăларчěç. «Кахалпа юлхав», «Кулачă» тата ытти калавсем ачасене атте-аннене хисеплеме, ěçе вăхăтра тума, тăрăшса ăс пухма вěрентеççě.

Александр Галкин çырнă «Йывăр чир» шÿт  те ачасене килěшрě. Игорь Кузьмин, Яковлева Наталья, Спирин Максим хăйсене шанса панă рольсене ăста вылярěç. Суйни-улталани ырри патне илсе çитерменни çинчен аса илтерчěç.

6 класра вěренекенсем  Мария Николаева çырнă «Хурăн сěткенě» пьесăпа хурăнсене сěткеншěн амантма юраманнине, кашни ачан йывăç лартма тăрăшмаллине аса илтерчěç. Сидоров Владимир, Мареев Александр тата ытти ачасем хăйсен ролěсене ăста вылярěç.

8 класри çамрăк артистсем «Слакпуç ачи» инсценировкăпа паллаштарчěç. Куракансем Константин Ивановпа тата унăн шăллěпе – Квинтилианпа - «тěл пулчěç», автора «Нарспи» поэма çырма мěн хавхалантарнине пěлчěç. Герасимов Богдан, Комаров Александр, Маркова Валентина тата Белякова Марина вылянине ачасем тăвăллăн алă çупса кěтсе илчěç. Çамрăк артистсене малалла та çитěнÿсем сунчěç.