Чăваш хресчен музейĕнче экскурсире

Ака уйăхěн 25-мěшěнче 8-мěш класра вĕренекенсем Тури Ачак ялĕнчи чăваш хресчен музейĕнче экскурсире пулса курчĕç. Линда Юрьевна, музей ертÿçи, ачасене чăваш халăх тумĕсемпе, хуçалăхра усă курнă хатĕрсемпе, кил-çурт ăшĕпе паллаштарчĕ. Хальхи тата ĕлекхи пурнăçа танлаштарса пăхреç саккăрмĕшсем. Уйрамах ачасене пир-авар хатĕрĕсем килĕшреç. Арçын ачасем пир те çапса пăхреç. Хĕрсене чăваш çи-пуçĕ кăмала кайрĕ.Чăваш хресчен кил çурчĕ пурне те килĕшрĕ, сире те килсе курма сĕнетпĕр.