Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать!

Ака уйăхěн 27-мěшěнче чăваш чěлхи эрнине халалласа «Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать» пултарулăх каçě иртрě.  Чăваш юррисенчен хатěрленě программа вěренекенсене те, вěрентекенсене те кăмăла кайрě.  Чылайăшě çамрăк артистсемпе пěрле юратнă юрăсене шăрантарчěç. Уйрăмах Семенова Ева, Гусарова Дарья, Порфирьева Анастасия, Ястребова Татьяна юрланисене тăвăллăн алă çупса кěтсе илчěç. 5 класра вěренекенсем музыка учителěпе Степанова Н.Л. «Чăваш ен» юрра юрласа пачěç.

Пултарулăх каçě ачасем чăваш юррисене кăмăлланине кăтартса пачě.