Чěре кěввисем

Чăваш кунне халалласа ака уйăхěн 26-мěшěнче Шупашкарти чăваш филармонийěн залěнче «Чěре кěввисем» савăнăçлă уяв иртрě. Çак уявра ăнăçлă ěçлекен вěрентекенсене саламларěç, парнесем пачěç. Вěсене хавхалантарса чăваш эстрадин паллă çăлтăрěсем илемлě юрăсем шăрантарчěç. Иван Христофоров, Валентина Кузнецова, Светлана Печникова юрланине зал тăвăллăн алă çупса йышăнчě.

Пирěн шкулти вěрентекенсем те çак уява хутшăнчěç. Чăваш наци конгресě йěркеленě уяв пурне те килěшрě, малалла та тухăçлă ěçлеме хавхалантарчě.