11 класра вěренекенсем хăйсем хатěрленě «Чăваш çыравçисем» презентацисене хÿтěлерěç

11 класра вěренекенсем хăйсем хатěрленě «Чăваш çыравçисем» презентацисене хÿтěлерěç. Кашни вěренекен хăйне килěшекен чăваш çыравçин пултарулăхěпе паллаштарчě, паллă поэтсен сăввисене вуларě. Петěр Хусанкай, Александр Артемьев, Николай Терентьев пултарулăхě тăрăх хатěрленě презентацисем илемлě те тарăн шухăшлă пулса тухнă.

Ачасем халăхăн ăс-тăнěпе тěнче курăмě  тăван чěлхере упраннине çирěплетсе пачěç.