«Сарлака ман юратнă çĕр-шывăм»

5 класра вĕренекенсем  ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче чăваш чĕлхи эрнине халалласа «Сарлака ман юратнă çĕр-шывăм» ÿкерчĕксен конкурсне йĕркелерĕç. Кашни ача чăваш халăхĕн пурнăçне,  тăван тавралăхăн илемне сăнарласа пама тăрăшрĕ. Тĕслĕхрен, Павлова Екатерина чăваш хĕрне ÿкернĕ, Палейкин Владимир – çĕр ĕçне пурнăçлакан чăваша. Чи илемлĕ ÿкерчĕксем тесе ачасем Блинов Русланпа Авдеев Григорий ĕçĕсене палăртрĕç.