Тăван чĕлхем – чăваш чĕлхи

Чӑваш чěлхи эрни пынӑ май 9 класра вěренекенсем  ака уйӑхěн 22-мěшěнче  «Тăван чĕлхем – чăваш чĕлхи» сочинени ҫырчěҫ. Ачасем тӑван чěлхен ҫепěҫлěхě, пуянлӑхě, пуласлӑхě ҫинчен хӑйсен шухӑшěсене палӑртрěҫ. Тӑван чěлхене, юрри - кěввине хисеплекен, упракан ҫын тӑван халӑхран нихӑҫан та уйрӑлмě. Вěренекенсем  Иван Яковлевич Яковлев каланӑ: «Тӑван чěлхесěр чӑн-чӑн пěлӳ  ҫук» текен шухӑшпа пурте килěшрěҫ.