Чăваш халăх вăййисем

Ака   уйăхĕн  19-26   кунĕсенче  Тури  Ачак  вăтам  шкулĕнче   чăваш  чĕлхи  эрни  пырать.

Ку  эрнере  тĕрлĕрен    мероприятисем  пулса  иртеҫҫĕ.    Пĕрремĕш    класс  ачисем  те  кунта  хутшăнаҫҫĕ.   Чăваш  чĕлхин  илемлĕхне,  ҫепĕҫлĕхне,   пуянлăхне   туйма   чăваш  халăх  сăмахлăхĕнчен   ачасем   тупмалли  юмахсене  тупрĕҫ,   шут  сăввисене  вĕренчĕҫ,   юрăсем    итлерĕҫ.   Тăван  халăхĕн  тĕрлĕ   вăйăсем  те  пур.    Ачасем   «Пире  кирлĕ   выляма!»,   «Мулкачла»,  «Чăхăлла»  вылярĕҫ    Ачасене  вăйăсем  питĕ   килĕшрĕҫ