Кулăшла инкек

Шкул пурнăҫĕнче кулăшла ĕҫсем  те час-часах тĕл пулаҫҫĕ. Акă Чуркин Вовăпа Букин Вася та ҫавăн пек саманта ҫакланаҫҫĕ. Ачасем стройкăна экскурсие кайма ĕмĕтленеҫҫĕ, ҫавăнпа та «иккĕ» паллăсене тăрăшсах тÿрлетеҫҫĕ. Анчах…  Шăпах ҫакăн ҫинчен пулчĕ те 7-мĕш класра вĕренекенсем лартнă «Кулăшла инкек» комеди. Куракансем ҫамрăк артистсене тăвăллăн алă ҫупса хавхалантарчĕҫ, чăвашла таса калаҫма пултарнăшăн мухтарĕҫ.