2 мěш класс ачисем чăваш халăх вăййисемпе паллашрěç

Ака уйăхěн 23- мěшнче Тури Ачак шкулĕнчи 2 мěш класс ачисем чăваш халăх вăййисемпе паллашрěç.  Уйрăмах ачасене «Кěт- кěтесле» вăйă килěшрě. Ку вăййа пиллěкěн выляççě. Тăваттăшě пěрер кěтесре тăраççě, пěри варринче. Сăвă каланă хыççăн- кěтессемпе улшăнаççě. Кам кěтессěр юлать- çав варрине тăрать.