Кулăш тěпелěнче

Чăваш чěлхи эрнине халалласа 6, 8 класри артистсем кěсěн классем валли кулăшла сценкăсем лартса пачěç. 6 классем Стихван Шавлин «Вěçкěн Ваççа» юптаравě тăрăх хатěрленě сценкăра  вěçкěнлěхе, каппайчăка питлесе кулчěç, çав вăхăтрах  сапайлă пулма вěрентесси, тăван чěлхене юратма тата хисеплеме хавхалантарасси те  курăнчě. 8 классем шкул пурнăçěнчи кулăшла самантсене «Тухтăр патěнче», «Наян Раман», «Паян мěнле кун?» кěске сценкăсенче сăнласа пачěç. Сак сăнарсем урлă ачасем хăйсен пурнăçěнчи çитменлěхсене сăнама пултарчěç.