Эпир - чăвашсем

Ака уйăхěн 25-мěшěнче 5 класра вěренекенсем истори урокěнче  тăван ен историйěпе тěплěнрех паллашрěç. Чăвашсем мěнле пулса кайни, Атăл çи Пăлхар патшалăхěнче мěнле пурăнни ачасене кăсăклантарса ячě. Пирěн мăн асаттесем  Вăтам Атăл тăрăхне  хăçан вырнаçни, мěн ěçлени, тăхăнни, йăли-йěрки пирки презентаци пăхни вěренекенсене кăсăклă пулчě. 6-мӗшсем чӑваш халӑхӗн историйӗнчи паллӑ ҫыннисемпе – ученӑйсемпе, писательсемпе, спортсменсемпе, артистсемпе  паллашрӗҫ. 7-мӗшӗнче вӗренекенсем чӑваш ҫырулӑхӗ пуҫланса кайни пирки калаҫрӗҫ.  Нумайăшě презентацие ашшě-амăшне, шăллě-йăмăкне кăтартма çырса та кайрě.