Унӑн ячӗ нихӑҫан та сӳнмӗ

«Унӑн ячӗ нихӑҫан та сӳнмӗ» - ҫапла ят панӑ 6-мӗш класра вӗренекенсем И.Я.Яковлев ҫуралнӑранпа 165 ҫул ҫитнине халалланӑ музыка композицине. Иванӑн ача чухнехи кунӗсем, шкулта вӗренме пуҫлани, чӑваш ачисене вӗрентме Чӗмпӗр чӑваш шкулне уҫни, унта вӗреннӗ пултаруллӑ ҫамрӑксем – ҫаксем пурте ачасен куҫӗ умне тухса тӑчӗҫ. Юлашкинче пурне те тӑван чӗлхене упрама, ӑна тӑрӑшса вӗренме чӗнсе каларӗҫ.