Чӑваш чӗлхи эрнине пӗтӗмлетсе

Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче чӑваш чӗлхи эрнине пӗтӗмлетсе ачасем тӑван тавралӑха, тӑван яла, Чӑваш Ене халалланӑ сӑвӑсене вуларӗҫ. Тӗслӗхрен, Андреева Кристина Владимир Харитонов ҫырнӑ «Акӑш карти», Отякова Любовь Николай Сапожниковӑн «Ачак ҫӗр-шывӗ», Ильдеева Анастасия Егор Афанасьев ҫырнӑ «Ҫуркунне» сӑвӑсене чуна тыткӑнламалла вуласа пачӗҫ.