Чăваш поэзийěн классикě

Чăваш Республикинче Константин Васильевич Иванов ҫулталăкě пынă май чӳк уйăхěн 14-мěшěнче И.Я.Яковлев ячěллě Чăваш патшалăх педагогика университетěнче «Чăваш поэзийěн классикě»  сăвă вулакансен конкурсě иртрě. «Нарспи» поэма сыпăкěсене вулама кашни районтан, хуларан чи пултаруллă ачасем пуҫтарăннă. Етěрне районěн чысне пирěн шкулта вěренекен Иванова Александра, Яковлева Ирина, Садовников Иван (5 кл.), Анисимова Вера, Ильин Павел (6 класс), Иванова Алина тата Яковлева Наталья (9 класс) хӳтěлерěҫ, хăйсен пултарулăхне сумлă жюри умěнче кăтартрěҫ, ҫěнтерӳҫěсем пулса тăчěҫ.