«Туслăх хĕлхемĕ» конкурс çĕнтерÿçи

Ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкар хулинче регионсен наци культурин «Туслăх хĕлхемĕ» («Искорка дружбы») фестиваль иртрĕ. Унта хутшăнакансем пилĕк станци витĕр тухса хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç:  «Чĕлхе – халăх мулĕ», «Ĕçне кура хисепĕ», «Чечеклен, аталан, тăван енĕм», «Илемлĕх тĕнчи», тата «Пирĕн пултарулăх».

Чăваш шкулĕсем хушшинче пирĕн район чысне 9 класра вĕренекен Яковлева Наталья хÿтĕлерĕ. Хăйĕн ăсĕпе, пултарулăхĕпе, çепĕç чĕлхипе пурне те тыткăнлама пултарчĕ, пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Ăшшăн саламлатпăр, малалла та пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр.