Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн!

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем савăнăçлă линейкăна пухăнчĕç. Савăнма сăлтавĕ пурах çав: паянтан чăваш чĕлхи эрни пуçланать. Эрне хушшинче туса ирттерме палăртнă ĕçсемпе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Максимова Г.В. паллаштарчĕ. Чăваш юрри-ташшипе, йăли-йĕркипе  паллашни, тĕрлĕ пултарулăх конкурсĕсем, паллă çынсемпе тĕл пулусем тата ытти мероприятисем кĕтеççĕ вĕренекенсене.

Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн,

Тăпăл-тăпăл тăпăлкка ташшишĕн,

Асамат кĕперĕ пек тĕрришĕн,

Атăл шывĕ пек çемçе чĕлхишĕн.

Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн!