Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе

Чăваш чĕлхи эрни пынă май ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче 7 класра вĕренекенсем «Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе» уява хутшăнчĕç. Тăван чĕлхе пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă пулни çинчен чăваш поэчĕсен сăввисене вуларĕç, юрăсем шăрантарчĕç.

Ман çĕр-шыв – çĕр пин юрă çĕр-шывĕ,

Калаçать вăл çĕр пин сăмахпа.

Ун çĕр пин тĕррине эс куç хывăн

Чи телейлĕ, таса туйăмпа.