Ватта сума су

Чăваш чĕлхи эрни пынă май ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче 5 класра вĕренекенсем И.Я. Яковлевăн «Ваттисемпе çамрăксем» калавĕ тăрăх йĕркеленĕ «Ватта сума су» тата Архип Александров çырнă  «Тĕрĕс тунă» инсценировкăсене лартса пачĕç. Ватăран кулакан пурнăçра телей курманни çинчен, тупнă япалана хуçине тавăрса памалли пирки, тĕрĕс пурăнмалли çинчен пулчĕç вĕсем.

Куракансем çамрăк артистсен ĕçне тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.