Чăваш чĕлхине тĕпчекенсем

Чăваш чĕлхи эрни пынă май ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче 9 класра вĕренекенсем «Чăваш чĕлхине тĕпчекенсем» рефератсене хÿтĕлерĕç. Николай Ашмарин, Николай Золотницкий, Иван Яковлев, Федор Тимофеев, Иван Андреев тата ытти паллă тĕпчевçĕсем çинчен пычĕ калаçу.

«Тем тĕрлĕ чĕлхе вĕренсен те, хамăр чĕлхене манар мар. Тăван чĕлхене ĕмĕр тăршшĕпех вĕренмелле», - çапла пĕтĕмлетÿ турĕç итлекенсем.