Манӑн юратнӑ тӑван ял

 

     Ака  уйӑхӗн   19 -25 – мӗш  кунӗсенче  Тури  Ачак  вӑтам   шкулӗнче  чӑваш  чӗлхи  эрни  пырать. Чӑваш  халӑхӗн  культури  питӗ  пуян:  чуна  пырса  тивекен  юррисем,   вӑййи-ташшисем,  илемлӗ   тӗррисем,   ӑса  вӗрентекен ваттисен сӑмахӗсемпе  каларӑшсем,  юмахсем … Тӑваттӑмеш  класс  ачисем   чӑваш  халӑхӗн  историйӗпе   паллашрӗҫ,  «Манӑн  юратнӑ  тӑван  ял»  сочинени  ҫырчӗҫ.   Александров  Степан,  Белякова  Марина,  Петрова Алина,  Смирнова  Анастасия,  Тихонова  Александра,  Тихонова Софья,  Хакёрова  Рената     хӑйсен    хайлавӗсенче   тӑван   ял  историне,  пуянлӑхне,  илемне  тарӑннӑн  уҫса,  сӑнласа  кӑтартрӗҫ.