Пĕтĕм чăваш диктанчĕ

Чăваш чĕлхи эрни пынă май ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче 9-10 классенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2016» хутшăнчĕç. Пуçтарăннисене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Максимова Г.В. Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламларĕ, тăван чĕлхене юратса тĕпчеме сунчĕ. Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çукки çинчен аса илтерчĕ.