Стажировка ăнăҫлă иртрě

Авăн уйăхěн 29-мěшěнче Тури Ачакри пěтěмěшле пěлӳ паракан шкулта вěрентӳ институтěнче пěлěве ӳстерекен чăваш чěлхи вěрентекенěсен стажировки иртрě.  Вěсене ертсе пыраканě - чăваш чěлхи кафедрин методисчě А.С.Егорова. Елěкри тата Хěрлě Чутайри чăваш чěлхи учителěсем уҫă уроксемпе тата класс тулашěнчи  ěҫпе паллашрěҫ.  11 класра Иванова И.Г. «Шухăшлар-ха юрату ҫинчен», 6 класра Максимова Г.В. «Телефонпа тěрěс калаҫар» уҫă уроксем кăтартрěҫ. Яжейкина Т.А. «Чăваш тěнчин пуянлăхě» класс тулашěнчи ěҫпе паллаштарчě.

Шкул директорě Егоров В.Ю. хăнасене шкул историйě, паянхи ěҫě-хěлě ҫинчен каласа кăтартрě

Каярахпа хăнасем «Тури Ачакри  хресчен хуҫалăхě» музее ҫитсе курчěҫ. Вěрентекенсем паянхи тухăҫлă ěҫ кунěпе кăмăллă юлчěҫ.