Cеменова Ева- «Кĕмĕл сасă» фестиваль- конкурсăн çĕнтерÿçисен хушшинче

Пуш уйăхĕн 24, 25-мĕшĕсенче конгресс тăрăшнипе чăваш халăх культурине, йăли-йĕркине сума сăвакансемшĕн чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ уявсем пулчĕç. Чăваш наци конгресĕ регионсем хушшинче йĕркеленĕ "Чăваш тумĕ - халăх пуянлăхĕ" тата кăçалхипе вунсаккăрмĕш хут иртекен "Кĕмĕл сасă" конкурс- фестивальсен пĕтĕмлетĕвĕсем анлă та курăмлă шавласа иртрĕç.

Пĕрремĕш кунне Шупашкарти культурăпа ÿнер искусствисен институтĕнче чăваш тумĕн уявне йĕркелерĕç. Ирхине 11 сехетре кунти фойере конкурсăн районти тапхăрĕн çĕнтерÿçисем регионсенчи наципе культура автономийĕсен конкурсĕсенче çĕнтернĕ хастарсем тĕлĕнмелле пуян та паха курав йĕркелерĕç. Крым, Сарă ту, Самар, Пенза, Пушкăрт, Оренбург, Чĕмпĕр тата ытти тăрăхĕсенчен килнĕ ăстасемпе хастарсем хăйсен енчи чăваш тумĕсемпе паллаштарчĕç.

Куç алчăраса каймалли чăвашлăх илемĕ: тенки хушпăвĕ, масмакĕ, тĕрлĕ улача кĕпи, чапчушки тата ытти авалхи чăваш эрешĕсемпе тумĕсем курма килнĕ халăха тĕлĕнтерчĕç.

Чăваш наци конгресĕн 25 çулне тата конгресс çумĕнчи ал-ĕç ăстисен Ассоциацийĕ 10 çул тултарнине халалланă "Чăваш тумĕ -халăх пуянлăхĕ" конкурс пĕтĕм чăваша ура çине тăратрĕ темелле, çак сумлă уявра Етĕрне ăстисем те палăрчĕç. ЧНК Етĕрне районĕн  уйрăмĕ "Чăваш тумĕн уйрăм пайĕсем" номинацире иккĕмĕш вырён йышăнчĕ

ĕмĕл сасă" ёмёртёва республикăри тĕрлĕ районсенче тата регионсенче иртнĕ конкурссен çĕнтерÿçисем: çирĕм сакăр уйрăм юрăçпа пилĕк ансамбль хутшăнчĕ.

Вĕсен хушшинче Пупăлькасси хĕрĕ, Тури Ачак шкулĕнче вĕренекен Семенова Ева (районти ача-пăча пултарулăх çурчĕн вĕренекенĕ) виççĕм.ĕ вырён йышăнчĕ (ертÿçи Н.Л.Степанова). Унăн юррине юлташĕсем, «Дюймовочка» ташă ушкăнне çÿрекенсем илемлетрĕç(ертÿçи Е.Л.Владимирова).

Кĕмĕл сасă" фестиваль çĕнтерÿçисемпе пĕрлех филармони залĕн сцени çинченăваш тумĕ - халăх пуянлăхĕ" конкурсăн тĕрлĕ номинаци çĕнтерÿçисем хаклă парнесемпе дипломсене тивĕçрĕç.