Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем савăнăçлă линейкăна пухăнчĕç. Савăнма сăлтавĕ пурах çав: паянтан чăваш чĕлхи эрни пуçланать. Эрне хушшинче туса ирттерме палăртнă ĕçсемпе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Максимова Г.В. паллаштарчĕ. Чăваш юрри-ташшипе, йăли-йĕркипе паллашни, тĕрлĕ пултарулăх конкурсĕсем, паллă çынсемпе тĕл пулусем тата ытти мероприятисем кĕтеççĕ вĕренекенсене.
Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн,
Тăпăл-тăпăл тăпăлкка ташшишĕн,
Асамат кĕперĕ пек тĕрришĕн,
Атăл шывĕ пек çемçе чĕлхишĕн.
Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн!