Ватта сума су

Чăваш чěлхи эрни пынă май 5 класра вěренекенсем И.Я.Яковлевăн «Ваттисемпе çамрăккисем» калавě тăрăх йěркеленě «Ватта сума су» инсценировкăна лартса пачěç. Ватă çынна хисеплекен ача ырă çын пулса ÿсни çинчен калать ачасен ěçě.

Лаша пуласси тихаран паллă, çын пуласси ачаран паллă тесе ахальтен каламан ěнтě ваттисем.