Камсем эпир? Мĕнле йăхран эпир?

Чăваш чĕлхи эрни пынă май 8 класра вĕренекенсем «Камсем эпир? Мĕнле йăхран эпир?» ятлă хаçат кăларчĕç.  Ачасем хăйсен ĕçĕнче чăваш халăхĕн пурнăçне, йăли-йĕркине, историне çутатса пама тăрăшрĕç. Чăваш поэчĕсен тăван чĕлхе çинчен калакан сăввисемпе усă курчĕç.