«К.В. Иванов – чăвашсен сÿнми çăлтăрĕ»

Ачасене чăваш историйĕпе, халăхăн ырă йăли-йĕркипе, кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе, юрри-сăввипе, юмах-халапĕпе паллаштарма яланхи йăлапа чăваш чĕлхи эрнинче шкулта тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. 5 класс ачисем ««К.В. Иванов – чăвашсен сÿнми çăлтăрĕ» презентаципе паллашрĕç.  Урокра  ачасем К.В.Ивановфотожурналист, художник, декоратор, ăста педагог, фольклорист, кĕнекеçĕ, вăлахытарайми ал ăсти пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç.  «Сăвăç пултарулăхĕ – ĕмĕр кивелми пуянлăх» - терĕç ачасем урока пĕтĕмлетсе.