Вăйă карти

Чǎваш чĕлхи эрни иртнĕ май   Тури Ачакри вǎтам шкулта 3-мĕш класра чǎваш ачисен «Вǎйǎ карти» каçĕ иртрç. Ачасем чǎваш тумĕпе малтан пĕр-пĕрне вǎййа чĕнчĕç. «Ким чечек, ким чечек» янǎрарĕ класра.  Унтан «Атя, Ванюк, урама» юрǎ-ташǎ композицийĕ пуçланчĕ.  Ун хыççǎн  Елена Михайловна  вĕрентекен ачасене ĕлĕкхи вǎйǎсене вĕрентрĕ. 3-мĕш класс ачисем ĕлĕкхи чǎваш ачисен вǎййисене хаваспах вылярĕç.  Вǎйǎ- кулǎ сасси чылайччен янǎрарĕ класра.