Пěтěм чǎваш диктанчě-2017

Ака уйǎхěн 24-мěшěнче пирěн республикǎра пурǎнакансем  Пěтěм чǎваш диктанчě-2017 ςырчěς. Кашни кǎмǎл тǎвакан чǎваш  хǎйěн тǎван чěлхипе тěрěс ςырма пěлнине тěрěслерě.

Пирěн шкулта вěренекенсемпе вěрентекенсем те диктант ςырса пǎхма хаваспах килěшрěς.  Диктант тексчě пурне те кǎмǎла кайрě. Ватта сума сăвакан хăй те ватă пулакан, ватта хурлăх тăвакан хăй те хурлăх куракан – ςапла пулчěς текстǎн тěп шухǎшěсем. Питě тěрěс сǎмахсем.