„Уççăн янăра чăваш чĕлхи” фестиваль иртрĕ

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикинче Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр. Çак кун чăвашсен паллă педагогĕ, çыравçи, ăсчахĕ Иван Яковлевич Яковлев çуралнă.И.Я.Яковлев çуралнăранпа 169 çул çитнине халалласа Етĕрне районĕнчи пур вĕренÿучрежденийĕсече те йăлана кĕнĕ тĕрлĕ мероприятисем, уçă уроксем, тĕл- пулусем иртеççĕ. Тăван чĕлхе урокĕсенче вĕренекенсем И.Я.Яковлев пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, ăс – тăн тата пĕлÿлĕх çинчен çырнă ваттисен сăмахĕсене,И.Я.Яковлев вĕрентĕвĕсене ăша хыврĕç, кашни класрах чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем ачасене Чăваш Республикин «Чĕлхе çинчен калакан законĕпе паллаштарчĕç, „Яковлев хывнă çулпа” литература каçĕсем иртрĕç, тăван чĕлхене юратакансем, унăн малашлăхĕшĕн тăрăшакансен илемлĕ юррисемпе сăввисем шăранчĕç. Вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне, чĕлхе пĕлĕвне туптама, тĕрлĕ конкурссенче çĕнтерсе грамотăсемпе парнесене тивĕçме пултарчĕç.

Район шайĕнче „Уççăн янăра чăваш чĕлхи” фестиваль иртрĕ.Фестиваль тĕллевĕ:

тăван чĕлхене пуянлатасси, аталантарасси чăваш каччисемпе хĕрсен пултаруллăхне хакласси; сăвă, калав çыракан пултаруллă ачасене тупса палăртасси, вĕсене хавхалантарса литературăпа поэзи ĕçне явăçтарасси. Уява пухăннисене Етĕрне район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн ĕçченĕсем районти пур ачасене те саламларĕç, çипĕп вăй-хал, ăнăçу сунчĕç. Конкурса кĕçĕн тата аслă класра вĕренекенсем хутшăнчĕç. Хăйсем çырнă сăввисене, чăваш классикĕсен сăввисене ачасем чун-чĕререн, уççăн та янăравлă вуларĕç. Кашни сăввинче, юрринче мĕн чухлĕ ырă шухăш-туйăм, кăмăл, таса чунлăх, ырă сĕнÿ, пехил-халал. Вĕсен пултарулăхне ятарлă жюри хакларĕ. Чи пултаруллисен шутĕнче: Иванова А., Яковлева И., Семенова Е.,- Тури Ачакри вăтам шкул. Саламлатпăр!