Пул эс ǎслǎ, тавçǎруллǎ

Чǎваш чӗлхи эрни пынǎ май 5-мӗш класра вӗренекенсем шкул çулне çитмен тата пуçламǎш класри ачасене Иван Яковлев калавӗсем тǎрǎх лартнǎ инсценировкǎсене кǎтартрӗç. «Эпӗ сехет çӗмӗрни», «Йǎлǎнтарни», «Кулачǎ» калавсем ачасене ӗçе тӗплӗ тума, хǎйсене килӗшӳллӗ тытма вӗрентеççӗ. Арестов Денис, Данилов Руслан, Степанов Никита тата ыттисем те хǎйсене шанса панǎ рольсене лайǎх вылярӗç.