Викторина «Чăваш чĕлхине кам лайăхрах пĕлет?»

Чӑваш чӗлхи вӑл — манӑн чун та ӗмӗт,

Хӗвел те уйӑхӑм — тӑван чӗлхе.

Пуҫна чӗлхе вилессипе ан ҫӗмӗр,

Вӑл халӗ кирлӗ халӑха!

Ухсай Яккӑвӗ

 

Чăваш чĕлхи эрни пынă май пирĕн шкулта та тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. 6-мĕш класс ачисем «Чăваш чĕлхине кам лайăхрах пĕлет?» викторинăра пĕр-пĕринпе тупăшса ăмăртрĕç. Ачасем пирĕн чĕлхе мĕн тери янăравлă та çепĕç пулнине ăнланчĕç. Шкул ачисем викторинăпа кăмаллă юлчĕç.