Викторина «И.Я.Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕ»

Чăваш халăхне çутта кăлараканăмăр  И.Я.Яковлев çуралнăранпа кăçал 170 çул çитет. Тăван чĕлхе аталанăвĕшĕн, чăваш халăхĕшĕн çав тери пысăк ĕçсем туса хăварнă вăл. Чăваш чĕлхи эрни пынă май 10 класра вĕренекенсем хушшинче И.Я.Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕ тăрăх хатĕрленĕ викторина иртрĕ. Викторинăна хутшăнса ачасем И.Я.Яковлев çинчен, вăл вĕрентнĕ паллă çынсем çинчен хăйсем мĕн пĕлнине кăтартса пачĕç.

     И.Я.Яковлев пулас ăрăва тăван чĕлхене упрама пиллесе каланă: «Халăхăн ăс-тăнĕпе унăн пĕтĕм тĕнче курăмне тăван чĕлхе чун парать. Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук». Çак  сăмахсене пирĕн çамрăксен яланах асра тытмалла тата пурнăçламалла.