Вулакансен конференцийӗ

Чǎваш чӗлхи эрни пынǎ май 11-мӗш класра вӗренекенсем «Паянхи чǎваш литератури» вулакансен конференцине хутшǎнчӗç. Людмила  Сачкова, Борис Чиндыков, Нелли Петровская тата ытти хǎйсене килӗшекен авторсен ӗçӗсене тишкерчӗç, паянхи çамрǎксене кǎсǎклантаракан ыйтусем çине хурав шырарӗç.

 Конференцие хутшǎнакансем юлашкинчен хайлавсене  тимлӗрех вуламаллине, автор шухǎшне ǎнланмаллине  палǎртрӗç.