Юмах ятăм юптартăм

   Чăваш чĕлхине халалланă эрнере  3- мĕш класс ачисем чăваш халăх юмахĕсене вĕренсе килчĕç.  Ачасем  çак юмахсене питĕ тимлĕ итлерĕç. Уйрăмах Катя Васильева каласа панă «Хĕвел»  юмах ачасен кăмăлĕсене кайрĕ. Ку юмаха ăна асламăшĕ каласа панă.