Паян – чǎваш чěлхи кунě!

Тăван чĕлхе, эс тăванран тăван. 
Санран та çывăххи мĕн пур-ши ман? 

 

   (А.Тимбай «Тǎван чӗлхе»)

 

Чăваш Республикин Аслă Совечĕн Президиумĕ 1992-мěш çулхи  ака уйǎхěн 9-мěшěнчи йышǎнǎвě тǎрǎх, ака уйǎхěн 25-мěшěнче чǎваш чěлхи кунне паллǎ тǎваççě.

 Çак кун пӗтӗм чǎваш ялě - хулинче тǎван чěлхене халалланǎ савǎнǎçлǎ мероприятисем иртеççě. Кашни чǎваша çак уяв ячӗпе чунтан саламлатпǎр, атте-анне чӗлхине юратма, тӗпчеме, упрама сунатпǎр.