Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн!

Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем савăнăçлă линейкăна пухăнчĕç. Савăнма сăлтавĕ пурах çав: паянтан тăван чĕлхе эрни пуçланать. Эрне хушшинче туса ирттерме палăртнă ĕçсемпе ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Г.В. Максимова паллаштарчĕ. Чăваш юрри-ташшипе, йăли-йĕркипе паллашни, тĕрлĕ пултарулăх конкурсĕсем, паллă çынсемпе тĕлпулусем тата ытти мероприятии кĕтет вĕренекенсене.