«Пĕрремĕш чăваш киноактриси»

Театр çулталăкĕ тата тăван чĕлхе эрни пулнă май 11 класс ачисемпе  Иванова И.Г. вĕрентекен «Пĕрремĕш чăваш киноактриси» урок-презентаци ирттерчĕ. 1920-30 çулсенче Тани Юн (Татьяна Степановна Максимова – Кошкинская, хĕр чухнехи хушамачĕ Бурашникова) ячĕ пĕтĕм çĕршывĕпех  паллă пулнă. Вăл «Сарпике», «Хура юпа» илемлĕ фильмсенчи тĕп рольсенче ÿкерĕннĕ, кинофильмсене Европăри çĕршывсенче тата Америкăра та кăтартнă. Вĕренекенсем çак урокра хальччен пĕлменнине илтме-курма пултарнишĕн кăмăллă юлчĕç. Çакăн пек чаплă киноактриса пирĕн ентеш пулнишĕн те савăннине пĕлтерчĕç.