Сарлака ман юратнă çěр-шывăм

Тăван чěлхе эрни пынă май пиллěкмěш класра вěренекенсем «Сарлака ман юратнă çěр-шывăм» ӳкерчěксен конкурсне хутшăнчěç. Кашни ача хăйěн хаклă вырăнěсене ӳкерсе кăтартма тăрăшрě: атте-анне килě, юратнă тăван тавралăх, савнă вырăнсем.

 Таçта кайсан та юратнă çěр-шыв пирěн асран тухмасть, вăй-хал парать, хавхалантарать.